Шамбулин Виктор Николаевич (сцена ҫинчи ячӗ — Виктор Шамбулин) — Раҫҫейри чӑваш эстрада юрӑҫи.
1992 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнчи Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче ҫуралнӑ.
2009 ҫулта Хырай Ӗнел вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машиностроени факультетне вӗренме кӗнӗ. Иккӗмӗш курсра Раҫҫей Ҫар ретне тӑнӑ. Ҫар хӗсметне 2010—2015 ҫулсенче тинӗс пехотин 810-мӗш десантпа штурм батальонӗнче (Севастополь) ирттернӗ.
2015—2018 ҫулсенче Игорь Аркадьев йӗркеленӗ ушкӑнра юрланӑ.
2018 ҫултанпа харпӑр концерт ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пырать.
2018 ҫулта «Салам, тӑванӑм» юрӑпа (сӑвви — Валерий Раштавӑн, кӗвви — Пётр Романовӑн) чӑваш эстрадине тухнӑ. Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче Вӑрӑм Палюк йӗркеленӗ концерта хутшӑннӑ.
Пӗрремӗш харпӑр концертне 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Шупашкарти Агрегат савучӗн культура керменӗнче ирттернӗ.
Юррисем: «Юратмалла», «Эсӗ ман юрату», «Туй», «Мӗншӗн», «Икӗ чӗре», «Кирлӗ марччӗ», «Пӗрремӗш юрату», «Салам тӑванӑм», «Ан хурлан», «Хӑмӑш», «Чул чӗреллӗ хӗрача», «Анне», «Вӑрласа каяп сана», «Босая девушка» тата ыттисем.
Юррисен авторӗсем: Валерий Раштав, Юрий Кашкӑр, Вӑрӑм Палюк сӑвӑҫсем; Александр Кокшин, Константин Рязанов, Пётр Романов, Юрий Сергеев аранжировщиксемпе композиторсем. Хӑш-пӗр юррин сӑввине хӑех хайлать.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 